Хоккей аталантарнă
«Хоккейла чăн-чăн арçынсем выляççĕ», «Хăравçă хоккейла вылямасть». Ку сăмахсем Çавал тăрăхенчи хоккеистсем пирки мар. Хоккейла вылякансен шучĕ кунта кашни çул ӳсет. Пилĕкмĕш çул Çĕрпӳ тăрахĕнчи Опытный поселокĕнче Александр Сорокин ячĕпе хоккей турнирне йĕркелеççĕ.
Спорт уявне ирттерме Опытный поселокĕнче кирлĕ инфратытăм йĕркеленĕ. Пилĕкмĕш çул кунта хоккей турнирĕ иртет. Пăр çинче икĕ ушкăн – «Çĕрпӳ» тата «Опытный» – вăй виçеççĕ. Икĕ хапхана те пĕрер гол кĕртрĕç хоккеистсем. Малтан опытныйсем, кайран çĕрпӳсем. Çапах та «Опытный» ушкăн ăстарах пулчĕ, 3:1 хисеппе çĕрпӳсене парăнтарчĕ. Çĕнтерӳçĕсене медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Çамрăк хоккеистсене вара хоккей тумĕпе тивĕçтерчĕç. Ăмăртăва Александр Сорокинăн çывăх тăванĕсем йĕркелеççĕ. Вăл пурнăç тăршшĕпех «Пучах» ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, хоккейпа кăсăкланнă.