Спорт çурчĕ уçăлчĕ
Раççейри вунă регионта паян спорт объекчĕсем уçрĕç. Вĕсене тĕнче шайĕнче иртекен «Раççей – спорт çĕршывĕ» форумра хута ячĕç. Чăваш Республики те çак шутрах. Шупашкар районĕнчи Ишлей салинче «Ункă» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс ĕçлесе кайрĕ. Ăна çĕклеме «Спорт – пурнăç йĕрки» федераци проекчĕ пулăшнă. Савăнăçлă лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.
Урамра çумăр çăвать, çил-тăман алхасать е хĕртсе хĕвел пăхать. Волейболла выляс текенсене çанталăк малашне чăрмав кӳме пултараймасть. Ку спорт тĕсне аталантарма халĕ Ишлей ял тăрăхĕнче пĕтĕм майсем пур.
РОМАН ЧИСТЯКОВ: «Кунта волейбол выляма килтĕм. Пире питĕ килĕшрĕ ку спорткомлекс. Эпир малашне кунта çӳретпĕр. Тренировкăсем ирттеретпĕр».
Ромăпа пĕрле кунта шкулта вĕренекен ытти ача та килет. Спорт çурчĕ шкултан инçех мар вырнаçнă.
«Эппин, физкультура урокĕсене кунта ирттерме те пулать», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Спорт инфратытăмне аталантарассипе республика çĕршыври чи лайăх ултă регион шутне кĕнине пĕлтерчĕ. «Ункă» физкультура тата сывлăха çирĕплетмелли комплекс виçĕ хутран тăрать. Вăл тăватă пин те виççĕре яхăн тăваткал метр лаптăк йышăнать. Кунта 25 метр тăршшĕ бассейн, çан çурăма çирĕплетмелли хатĕрсен залĕ, сĕтел çинчи теннисла вылямалли тата ирĕклĕ майпа кĕрешмелли залсем тата ытти те. Пĕр вăхăтра комплекс 172 çынна йышăнаять. Спорт çуртне сывлăх енчен хавшак çынсем те килме пултараççĕ. Вĕсем валли пĕтĕм условисем туса панă. Ишлей ял тăрăхне 15 ял кĕрет. Эппин кашнинех спортпа туслă пулма май пур. Алексей Зотиков, Милена Алексеева, Юрий Марков